«Шах» тата «мат» лартакансем тупăшаççĕ
Киленĕç пирки сăмах пуçартăмăр пулсан, шашкă-шахмат пи рки аса илтĕм-ха. Сăлтавĕ те пур. Çак кунсенче Чăваш Ен пиллĕкмĕш хут шахматла хăвăрт выляссипе Раççей турнирне хутшăнакасене йышăнать. Ăслăлăх тупăшăвне пирĕн ентеше Владимир Сергиевский шахматиста халалланă. Турнир хĕрӳ иртессинче иккĕленӳ çук — çĕршыври 160 ытла шахмат ăсти ваййа хутшăнасси пирки пĕлтернĕ. Ăмăртăва уçнă çĕрте манăн ĕçтешсем те пулчĕç.

