Хоккей лиги вăй илсе пырать
Чăваш Енре ачасене спортпа туслаштарас, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕлĕшпе çанă тавăрса ĕçлеççĕ. Çакна республикăри чылай шкулта хоккей, футбол, волейбол, баскетбол, çăмăл атлетика лигисем пурри те аван çирĕплĕтет. Юлашки çулсенче хоккейла выляс текенсенсем уйрăмах йышланса пыраççĕ. Тĕп хулари Хоккей лигин ăмăртăвĕ кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртет.

