Пĕтĕм тĕнчери бокс кунĕ
Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчери бокс кунне паллă тăваççĕ. Хăй вăхăтĕнче çак спорт тĕсĕ Чăваш Енре анлă сарăлнă пулнă. Валериан Соколов, Владимир Мельник, Валерий Лаптев ячĕсем çĕршыв шайĕнче çеç мар, тĕнче ăмăртăвĕсенче янăранă. Çак хисепе тавăрма тĕллев тытнă çамрăк спортсменсемпе вĕсен тренерĕсем, уяв умĕн вĕсем халăха спорт тĕсĕн илемне тата хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.

